Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Красноармейски районӗн гимнӗ

Трак ен юрри

Сӑвви Леонид Антоновӑн
Кӗвви Илья Степановӑн

Ҫавалпа Шетмӗ ҫӗрӗнче
Эпир пурнатпӑр савӑнса,
Тӑван Чӑваш ҫӗршывӗнче
Тӑвансемпе телей курса.

Хушса юрламалли:
Пархатарлӑ ҫӗр Трак енӗ
Ешӗл сад пек курӑнан.
Эс ҫуратнӑ, эс ӳстернӗ,
Эс пире вӑй-хал паран.

Кӗрнек юман вӑрманӗсем
Чӗнеҫҫӗ ешӗл сулхӑна.
Юхан шывсем те кӳлӗсем
Илем кӳреҫҫӗ таврана.

Хушса юрламалли.

Атте-аннемӗр халалне
Асрах тытаҫҫӗ ҫамрӑксем.
Телейлӗ пурнӑҫ алӑкне
Уҫма тивлечӗ пур вӗсен.

Хушса юрламалли.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-06-17 02:18:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3130 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем